Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Крентейкассинче пурăнакансемпе тĕл пулчĕç

18 ноября 2016 г.

Крентейкассинче пурăнакансемпе тĕл пулчĕç

Ытти çĕрти евĕрех, Пĕрлехи информаци кунĕ Трак енре те ăнăçлă иртрĕ. 9 ушкăн хутшăнчĕ. Манăн вĕсенчен пĕринпе пулма тỹр килчĕ. ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕпе С. Кудряшовпа, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О. Суховетрюкпа, Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе А. Лаврентьевпа Крентейкассине çитрĕмĕр. Сергей Владимирович малтанах Чăваш Республикин 2017 çулхи тата планпа пăхнă 2018, 2019 çулсенчи тапхăрĕн бюджечĕн проекчĕ çинчен каласа кăтартрĕ. С. Кудряшов, тỹрремĕнех вĕренỹ енĕпе яваплăскер, шкул программисем пирки сăмах тапратрĕ. Трак тăрăхĕнче çитес çул шкул туалечĕсене малалла юсассине, ăна валли 45 млн тенкĕ уйăрассине пĕлтерчĕ. “Çĕнĕ шкулсем çĕклессине те плана кĕртнĕ, — терĕ Шупашкар хăни. — Пирĕн ачасене 2-мĕш сменăпа вĕрентессинчен хăтăлмалла, вĕсене авариллĕ вĕренỹ заведенийĕсенчен куçармалла. 2017 çулта çакна валли федераци бюджетĕнчен 50 млрд тенкĕ уйăрма пăхаççĕ. Хăш-пĕр районсенче те шкулсене çĕнĕрен хăпартма пуçлатпăр. Пирĕнтен чылайăшĕ 4 енлĕ "Наци проекчĕ" пирки илтнех пулĕ. Унта шкулсене çĕнĕрен хăпартасси, вĕсене реконструкцилесси, модернизацилесси, пĕрлĕхлĕ онлайн-портала кĕме пултарасси, наукăна аталантарса çĕнĕлĕхсемпе усă курасси т. ыт. те кĕрет. Шкулсене автобуссемпе, компьютер технологийĕсемпе, физкультура урокĕсене ирттермелли оборудованисемпе тивĕçтересси те “Наци проекчĕпе” çыхăннă”, — терĕ Сергей Владимирович. “Çулсеренех чỹк уйăхĕн 18-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери ачасен пулăшу правин кунĕ иртĕ. Чылай ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕксен прависене пĕлмест, çавăнпа та вĕренỹ учрежденийĕсенче тĕрлĕ мероприятисем туса ирттерме шутланă. 1993 çулхи раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Конституцине йышăннă. Кашни çулах вăл кун граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнаççĕ. Кăçал та, акă, Шупашкарти РФ Президенчĕн йышăну пỹлĕмĕ сире хапăл тăвĕ. Онлайн-режимпа кирлĕ министерствăпа çыхăну тытма та пулĕ”, —сăмахне вĕçлерĕ С. Кудряшов. Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О. Суховетрюк та район бюджечĕпе ял халăхне паллаштарчĕ. Район шайĕнче уйрăм ỹсĕм пуррине те палăртрĕ вăл. “Пĕлтĕр район бюджечĕ 220 млн тенкĕ пулнă пулсан, кăçал 230 млн тенкĕ таран ỹсрĕ, — терĕ Ольга Николаевна. — Бюджетăн пĕр пайĕ вĕренỹ учрежденийĕсенче вăй хуракансене ĕç укçи тỹлеме, шкул автобусĕсене çунтармалли-сĕрмелли материалпа тивĕçтерме, юсав ĕçĕсем ирттерме каять. Ял хуçалăхĕсенче кăçал, чăнах та, ырă пулăмсем палăрчĕç. Аш-какай, сĕт туса илесси ỹсни палăрать. Çитес çул пушă выртакан çĕрсене пусăçаврăнăшне кĕртессипе пирĕн малалла ĕçлемелле”. Çулсеренех фермăсене республика, федераци бюджетĕнчен пулăшу кỹме тăрăшнине, тĕрлĕ конкурссене хутшăнса укçа-тенкĕ уйăрса панине те пĕлтерчĕ Ольга Николаевна. Крентейкассинче пурăнакансем хăйсене кĕпер кивелни, ĕç укçи пĕчĕк пулни пăшăрхантарнине палăртрĕç. 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Чувашский национальный сайт 

Система управления контентом
429620,Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д.35
Телефон: 8(83530) 2-12-15
Факс: 8(83530) 2-12-15
E-Mail: krarm@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика