Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аттепе аннене хисеплер, çут çанталăка юратар

27 декабря 2016 г.

2016 çул вĕçленсе пырать. Раççейре ăна — Кино, Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе пĕлтернĕччĕ. Декабрĕн 23-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче Кино тата Ĕç çыннин, Трак енре Э. Юрьев çулталăкне вĕçленине, Раççейре — Экологи, Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне уçнине халалланă уяв иртрĕ. Залра халăх лăк тулли. Экран çинче Чăваш Республикинчи Ĕç çыннин çулталăкĕ эмблеми мăнаçлăн курăнать. “Алран кайми аки-сухи” юрăн кĕввипе Настя Козлова сцена çине тухса сăвă вулать. Экран çинче хресчен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калакан документлă фильм тухать. Чăваш халăхĕ мĕн ĕлĕкрен тăван çĕре “çĕр-аннемĕр” тесе хисепленĕ, çĕр ĕçĕпе çыхăннă йăла-йĕркесене çирĕп тытса пынă, ака-суха ĕçне юратса тунă. Чăваш çынни çĕр ĕçĕнчен уйрăлмасть: унăн юратнă ĕçĕ те — çĕр ĕçĕ. Ĕç вăл — этем вăй-халĕн, пуянлăхĕн, телейĕн вĕресе тăракан таса çăл куçĕ, пурнăç тыткăчи. “Çын ĕçре пиçет” тесе ахальтен каламан ĕнтĕ асаттесемпе асаннесем. Çак сăмахсенче вара халăх мĕн авалранах ĕçе хисеплени курăнать. Вĕсем çамрăк ăрăва ĕçе-хĕле тивĕçлипе хаклама вĕрентеççĕ. Трак енри фольклор ушкăнĕсем театрализациленĕ мелпе чăвашăн ĕçĕсене —”пир çапнине”, “тỹс тỹнине”, “тырă авăртнине” — кăтартаççĕ. Сцена çинче ача çавăтнă хĕрарăм, кĕреплепе сенĕк йăтнă ушкăн ĕçе васкаççĕ. Кĕçех пучах-кĕлте йăтнă ачасем ташша тухаççĕ. Ваттисем çапла каланă: çын çĕр çине ĕçлеме, çут çанталăка илем кỹме, ăна упрама тата йăх-несĕле малалла тăсма, аталантарма çуралнă. Пирĕн халăхăн авалтан пуçласа паянхи кунччен упранса юлнă йăли — ниме. Ку вăл ламран- лама куçса темиçе пин çул каялла пулнă чăваш халăхĕн пурнăç йĕрки. Эпир ку кулленхи йăлара çынсем пĕр-пĕрне пулăшса, çирĕп пĕрлĕхе пĕрлешсе пурăннине, ĕмĕрсем хушшинче хăйсен йăли-йĕркине сыхласа хăварма пултарнине куратпăр. Ниме вăйне чăвашсем пĕччен тума çук ĕçсенче усă курнă: çурт-йĕр хăпартма, уйра тырă-пулă пуçтарма, авăн çапма, вăрман касса турттарма тата ытти йывăр ĕçсенче. Сцена çинче “Ниме туни” йăла-йĕркене кăтартаççĕ. “Ырлăхран ырман теççĕ” — çапла янăрать ваттисен сăмахĕ. Чăваш çыннин пурнăçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Вăл çĕрне-кунне пĕлмесĕр тар тăкнă. Пысăк ĕçсене вĕçлесен вара савăнма та пĕлнĕ. Куракансене Заволжски клуб çумĕнчи “Юность” халăх ташă ушкăнĕ чăваш ташши парнелет. Сцена çине район администрацийĕн пуçлăхĕ С. Молотков тухать. "2016 çул вĕçленсе килет. Вăл питех те паллă пулăмсемпе палăрса юлать. Раççейре — Кино, Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ, Трак енре вара хамăрăн мухтавлă ентеш, Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ Э. Юрьев çуралнăранпа 80 çул çитнине халалласа унăн çулне паллă турăмăр”, — терĕ Сергей Львович. Вăл пухăннисене районăн кăçалхи вун пĕр уйăхри ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарать. Мĕн пур çитĕнĕве çынсем туптаççĕ. “Летопись продолжается. Красноармейский район” выставкăна хутшăннăшăн М. Журавлевана, М. Матвеевана (Упири ятарлă шкул), Л. Александрована (“Трак ен” ансамбль), Г. Гурьева (алă ăсти, Çĕнĕ Выççăлккă) ЧР Культура, национальноç ĕçĕсен, архив ĕçĕн министерствипе Чăваш наци музейĕн Тав хутне панă. Шанса панă ĕçе тивĕçлипе пурнăçланăшăн, ỹссе çитĕнекен ăрăва воспитани парас çĕрти ỹсĕмсемшĕн Е. Вышинскаяна, П. Евграфова (Еншик Чуллă вăтам шкулĕ) район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Çавăн пекех çак тытăмра тимлекен Н. Андреевана (Кĕçĕн Шетмĕ), Е. Васильевана (Еншик Чуллă), Л. Владимирова, В. Прокопьева (вĕрентỹ пайĕ), Л. Голубевана, Ю. Кузьминана (Трак шкулĕ) райадминистрацин Тав çырăвĕпе чысланă. Чыслă ĕçшĕн, педагогсен династине малалла тытса, тăсса пынăшăн Филипповсене, Филимоновсене, çемье пуянлăхне малалла тăсса пынăшăн, усрава илнĕ ачасене çемьере ăшăлăх туса панăшăн Красноармейскинчи Николаевсене — Лариса Вячеславовнапа Станислав Анатольевича, ал ĕç ăстине И. Антонова (Сурăмхĕрри ялĕ) ятарлă куравсем йĕркеленĕшĕн, общество ĕçне активлă хутшăннăшăн, Чатукасси тăрăхĕнчи Марковсене — Анатолий Егоровичпа Ольга Григорьевнана — ял тăрăхĕнчи общество пурнăçне активлă хутшăннăшăн, çавăн пекех ырă ĕçпе палăрнăшăн — Л. Иванова (райпо), С. Иванова, А. Никитина (“Красное Сормово” ООО), Ю. Никитинана, Е. Степанована (УК “Коммунальщик” ООО), Е. Порфирьевана (Еншик Чуллă шкулĕ), Раççейре — Кино, Чăваш Енре Ĕç çыннин, Трак енре Э. Юрьев çулталăкне йĕркелеме тỹпе хывнăшăн ЧНК-ан районти уйрăмĕн пайташĕсене — Ю. Борисова, С. Гурьевана, Н. Ершова, Л. Игнатьевана, Н. Никонорова, В. Тихонована район администрацийĕн Тав çырăвне панă. Культурăпа кану учрежденийĕсен конкурсĕнче малти виçĕ вырăна Кĕçĕншетмĕсем, Карайсем тата Уписем тухнă. “Творчествăри ăнтăлушăн” тупăшура Чатукассисемпе Пикшиксем палăрнă. “Çулталăкри библиотека” тупăшура вара пĕрремĕш вырăна Шывпуçĕнчи ялти вулавăш тухнă. 2—3-мĕш вырăнсене Кĕçĕншетмĕсемпе Именкассисем пайланă. Конкурс комиссийĕ “2016 çулхи чи лайăх культура ĕçченĕ” ята Людмила Валерьевна Игнатьевана панă. “2016 çулхи чи лайăх библиотекарь” ята Альбина Николаевна Михайлова (Пикшик) тивĕçнĕ. “Люди нашей земли” ятлă фильмсен республикăри конкурсĕнче палăрса Г. Яковлев (Кĕçĕн Шетмĕ, “Лучшее видео и любительский фильм” номинаци), Ю. Васильев (районти культура çурчĕн видеооператор-монтажерĕ, “Лучшие фотографии” номинаци), О. Посадская (Именкасси кану центрĕн культорганизаторĕ, “Лучшие фотографии” номинаци) Диплома тивĕçнĕ. Професси ăсталăхĕн “Лучший молодой специалист года" районти конкурсĕнче тупăшса О. Петрова (Трак шкулĕ), Н. Григорьева (районти искусство шкулĕ), М. Петров ( районти ачасемпе çамрăксен шкулĕн тренер-преподавателĕ) палăрнă. Сцена çине Шупашкар хăнисем — “ТУС” ХАО-н генеральнăй директорĕн çумĕ И. Сидоров, Шупашкарти “Трак ен” ентешлĕх ертỹçи А. Львов, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Яковлев журналист, Чăваш халăх поэчĕ Ю. Сементер, Э. Юрьев мăшăрĕ Г. Юрьева тухаççĕ. Игорь Евгеньевич районти Культура çурчĕн ĕçченне Н. Филиппована Чăваш наци конгресĕн Хисеп хучĕпе чысларĕ. Алексей Николаевич А. Сергеевапа А. Бажбенована (Кĕçĕн Шетмĕ) “Трак ен” ентешлĕхĕн асăну паллине парать. Галина Алексеевна Элли Юрьева асăнса, хисеп туса вун-вун мероприяти ирттернĕшĕн Трак ен ертỹлĕхне чĕререн тав турĕ, вăл кăçал мăшăрне халалласа И. Казаков-Волжанин кăларнă “Художник Элли” кĕнекене (150 кĕнеке) районти вулавăшсене валеçсе пачĕ. Юрий Семенович Элли Юрьевпа пĕрле ирттернĕ вăхăтсене аса илчĕ, ăна халалланă сăввине вуларĕ. Г. Дубров (Красноармейски) хăй Элли Михайловича халалланă, нумаях пулмасть пичетрен тухнă сăввине вуларĕ, ăна асăнмалăх мăшăрне, Галина Алексеевнана, пачĕ. Уявра Чăваш Енти хĕрарăмсен канашĕн районти уйрăмĕн председателĕ Р. Николаева сăмах илчĕ. “Чăваш Енре çитес çула Ашшĕпе Амăшĕн çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Çемье — обществăн пĕчĕк ячейки, кашни çыннăн пурнăçĕнче питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тăванлăх туйăмне çирĕплетсех пырасчĕ, атте-аннене кашнинех хакласчĕ, пулăшса пырасчĕ”, — палăртрĕ Роза Александровна. Унтан “Юрла, тăван” фольклор фестивалĕ пуçланчĕ. Районти кану центрĕсем çумĕнчи фольклор ушкăнĕсем пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухса куракана савăнтăрчĕç, Дипломсене тивĕçрĕç. Уява килнĕ юрă-ташă ăстисем чăннипех те пуян чун-чĕреллĕ, ырă кăмăллă, сăпайлă пулни курăнчĕ. Апла пулсан вĕсен пултарулăхĕ малашне те çĕр-анне тĕпĕнчен тапса тăракан çăл куç пек вăй илсех тăтăр.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Чувашский национальный сайт 

Система управления контентом
429620,Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д.35
Телефон: 8(83530) 2-12-15
Факс: 8(83530) 2-12-15
E-Mail: krarm@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика