Шкул ачиллĕ çемьесене патшалăх 10 пин тенкĕ парса пулăшĕ

Июль уйăхĕн 15-мĕшĕнчен Раççей Пенси Фончĕ шкул ачиллĕ çемьесене пĕр хутчен паракан 10 пин тенкĕне илме заявлени йышăнма тытăнать.

Укçана çемьери кашни шкул ачишĕн тÿлеççĕ. Çак пулăшăва Раççей Федерацийĕн гражданинĕсем тата пирĕн çĕршыв территорийĕнче пурăнакансем илме пултарĕç:

- 6 çултан пуçласа 18 çулчченхи ачасен ашшĕ е амăшĕ (ачана усрава, опекăна тата хăйĕн хÿтлĕхне илнĕ çынсем);

- 18 çултан пуçласа 23 çулчченхи шкул программипе вĕренекен инвалид-ачасем;

- 18 çултан пуçласа 23 çулчченхи çитĕнсе çитнĕ, шкулта вĕренекен, хăй тĕллĕн пурăнма пултарайман инвалид-ачасен ашшĕ-амăшĕсем.

Шкул ачисемшĕн паракан укçана илес тесен, амăшĕн е ашшĕн Госуслуги порталăн харпăр хăй кабинетне кĕрсе заявленири даннăйсене (хушамат, ят, ашшĕ ячĕ, расчет счечĕн номерне, ачасен çуралнине ĕнентерекен документсене, СНИЛСа) тĕрĕслемелле. Вĕсенче йăнăш пур пулсан, тÿрлетмелле. Кайран «Отправить» кнопка çине пусмалла.

Ачасене усрава, опекăна тата хăйсен хÿтлĕхне илнĕ çынсен заявление электронлă майпа мар, Пенси фончĕн клиент службине пырса памалла.

Шкул ачисемшĕн тÿлекен укçана «Мир» тата ытти карттăсем урлă илме пулать.

Малтанласа палăртнă тăрăх, Чăваш Енре 176 пин шкул çулĕнчи ача патшалăх пулăшăвне тивĕçĕ. Çак ĕçе пурнăçлама 1 миллиард та 760 миллион тенкĕ уйăрнă.

 

УПФР в Цивильском районе (межрайонное)



14 июля 2021
13:58
Поделиться